«Хамăр çĕр çинче» курав
Автор: Национальное телевидение Чувашии
Загружено: 2022-06-24
Просмотров: 48
Описание: «Хамăр çĕр çинче». Евгений Емельяновăн куравĕ шăпах çапла ятлă. Ăна вăл Республика кунне халаланă. Ӳнерçĕн ĕçĕсене Раçсейре пĕлмен çын çук темелле. Вĕсенчен Мускаври Третьяков тата Питĕрти саккун йышăнакан пуху çуртĕнче курав та йĕркеленĕ. Евгений Юрьевич истори картинисене ӳкерме юратать. Александр Невский унăн пултарулăхĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Ӳнерçĕ ĕçĕсенче Александр Ярославич шурă урхамахпа вĕçтерет. Чĕлхесĕр янавар шурă тĕслĕ пулни ахаль мар. Вăл тăшмана парăнтарнине, тĕрĕслĕх çĕнтерессине пĕлтерет. Евгений Емельянов картининче çар пуçлăхĕ мар, пурнăç курнă паттăр салтак евĕр курăнать. Александр Невский православи тĕнне хӳтеленĕ. Вăл «Пăр çинчи çапăçура» Ливон орден çарне çĕнтернĕ. Ку çапăçăва халалласа Евгений Емельянов панорама та ӳкернĕ. Куравпа Чăваш Ен хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн ертӳçи Наталья Николаева та паллашрĕ. «Ку ĕçсем пире хăват параççĕ. Хальхи вăхăтра çапла картинсем питĕ кирлĕ» палăртрĕ вăл. Шупашкарти ӳнер музейĕнче курав утă уйăхĕн 20-мĕшĕччен пырĕ.
Повторяем попытку...
Доступные форматы для скачивания:
Скачать видео
-
Информация по загрузке: